Çула тухсан 10.04.2023

Паян эпир сирĕнпе Патăръел тарăхне çул тытăпăр. Çурхи культурăсене акма тухнă унта. Акционерсен «Батыревский» хупă обществин ертÿçипе Петр Ялуковпа пĕрле сарлака та анлă тулă уйне çитĕпĕр. Унтан «Исток» агрофирмăра çураки мĕнле пынипе паллашăпăр, Александр Илюткин генеральнăй директорпа урпа уйне тухăпăр. Патăръелне таврăнса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă салтаксене чысласа тунă мемориал комплексне юсаса çĕнетекенсемпе калаçăпăр.