Çула тухсан 09.08.2021

Эпир паян сирĕнпе Элĕк районĕнчи Çирĕккассине çитсе килĕпĕр. Унта 93 çулхи Раиса Андреевна Михайлова пуçарнипе ĕмĕртен тапса тăракан çăлкуçа тасатса çĕнĕ пурнăç панă. Ял халăхĕ тăрăшса ĕçлесе ăна тирпейленĕ, йĕри тавра карта тытнă, тăрă туса купол вырнаçтарнă.