Шупашкар калаçать 16.11.2016

«Ăраскал», «Хатĕр пул», «Шăнкăрав» радиокăларăмсем тем пекех хаклă та çывăх пулса тăнă уншăн. «Пĕлейкин» сăнарĕ вара чылай шкул ачишĕн кĕтнĕ хăна пулса тăнă. Черетлĕ кăларăмра Чăваш телерадиокомпанийĕнче 40 çула яхăн ĕçленĕ, Зоя Сергеевна Никонорова пурнăçĕпе тата унăн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллаштарас килет.