Самое время. Прямой эфир 29.03.2023

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш патшалăх Пукане театрĕн илемлĕх ертÿçи Юрий Филиппов çуралнăранпа çак уйăхра 50 çул çитрĕ. Çавна май режиссера, пуканеçĕ артиста хамăр студине чĕнтĕмĕр. Унăн пултарулăх çулĕ мĕнле аталанса пыни, малашлăхри тĕллевĕсем çинчен тата ытти ыйтусем тавралла та калаçăпăр. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче яланхиллех 56-19-73 номерпе шанкăравласа пирĕн хăнана ыйтусем, сĕнÿсем пама пултаратăр. 13 сехет те 18 минутра эфира тухатпăр.