Самое время. Прямой эфир 27.04.2022

Иртнĕ эрнере тата апрелĕн 25-мĕшĕнче эпир Чăваш чĕлхин кунне уявларăмăр. Пур хулапа ялта та çак уявпа çыхăннă вуншар мероприяти иртрĕ. Çак ĕçре ачасене вĕрентекенсен тивĕçĕ питĕ пысăк тесе палăртса хăвармалла. Çакăн çинчен калаçăпăр та паянхи «Вăхăт çитрĕ» кăларăмра Республикăри вĕренÿ министерствин «Ачасемпе пĕрле пулса вĕсене пур енлĕн аталантаракан вĕрентÿ центрĕн» вĕрентекенĕпе Любовь Кудрявцевапа.