Самое время. Прямой эфир 26.10.2022

Октябрĕн 28-мĕшĕнче чăвашсен паллă çыравçи, чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Алексей Воробьев çуралнăранпа 100 çул çитет. Çавна май «Вăхăт çитрĕ» кăларăма ăна халаллатпăр. Алексей Воробьев çинчен ăна лайăх пĕлнĕ, унăн пултарулăхĕпе пурнăçĕ çинчен университетра вĕреннĕ чухне диплом ĕçĕ çырнă Чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи каласа парĕ. Сире те, хисеплĕ радио итлекенсем, калаçăва хутшăнма ыйтатпăр. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче 56-19-73 номерпе шăнкăравлăр. 13 сехет те 18 минутра пуçланать.