Самое время. Прямой эфир 16.02.2022

Чăваш патшалăх филармонийĕн «Çавал» фольклорпа эстрада ансамблĕ 45 çул Чăваш Ен культурипе историне аталанарассинче пысăк ĕç тăвать. Пĕтĕм Раççейри, çĕршывсем хушшинчи конкурссене хутшăнса тăтăшах малти вырăнсем йышăнать, гастрольпе пĕрмай çул çÿреве тухать. «Çавал» ансамблĕн ĕçĕ-хĕлĕпе унăн ÿсĕмĕсем çинчен Чăваш республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, ансамбль ертÿçи Лилия Прокопьева «Вăхăт çитрĕ» кăларăмра каласа парĕ. Тÿрĕ эфир 13 сехет те 20 минутра пуçланать. Радиоитлекенсенчен çак номерпе 56-19-73 шăнкăравсем йышăнапăр.