Самое время. Прямой эфир 11.08.2021

Чăваш республикин, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнчи «Эревет» халăх инструменчĕсен ансамбль ертỹçи , концертмейстер, педагог Сергей Федотов çак кунсенче 65 çул тултарать. Ют çĕршывсенче те хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ «Эревет» ансамбль ĕçĕ-хĕлĕ, Сергей Васильевич пурнăçĕ çинчен «Вăхăт çитрĕ» кăларăмра калаçăпăр. 13 сехет те 18 минутра пуçланать. Тỹрĕ эфир вăхăтĕнче 56-19-73 телефонпа шăнкравласа ыйту пама е саламлама пултаратăр.