Самое время. Прямой эфир 10.11.2021

Кăçал Чăваш Республикин Наци библиотеки тата çĕнĕ чăваш çырулăхĕ йĕркеленнĕренпе 150 çул çитнине анлăн паллă турăмăр. Çак пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тăракан икĕ пулăм çинчен, Наци библиотекин паянхи ĕçĕ-хĕлĕ, малашнехи планĕсем тата ытти ыйтусем тавралла калаçăпăр «Вăхăт çитрĕ» кăларăмра. Студи хăни – Наци библиотекин директорĕ Роза Лизакова. Тỹрĕ эфир вăхăтĕнче эсир те пирĕн калаçăва хутшăнма пултаратăр, яланхиллех 56-19-73 номерпе шăнкăравлăр.