Самое время. Прямой эфир 05.04.2023

Ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх Çамрăксен театрĕ ĕçлеме пуçланăранпа 90 çул çитрĕ. «Вăхăт çитрĕ» кăларăма çак паллă пулăма халалланă. Театр историне аса илĕпĕр, паянхи аталанăвĕ, малашнехи тĕллевĕсем çинчен Çамрăксен театрĕн ертÿçи Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Елена Николаева каласа парĕ. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче пирĕн патне 56-19-73 номерпе шăнкăравласа хăнана ыйтусем е сĕнÿсем пама пултаратăр. 13 сехет те 20 минутра пуçланать.