Самое время. Прямой эфир 03.08.2022

Çĕршывĕпе паллă хĕвелтухăç тĕпчевçи, Раççей дипломачĕ, китай тата ытти нумай чĕлхепе калаçма пултарнă Никита Бичурин çуралнăранпа сентябрĕн 9-мĕшĕнче 245 çул çитет. Кăларăмра унăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕпленрех паллашăпăр, ун ячĕпе хисепленекен культура учрежденийĕ пирки те сăмах пулĕ. Студи хăни - «Бичурин тата хальхи самана музейĕн» ертÿçи Ирина Удалова. Тÿрĕ эфир 13 сехет те 18 минутра пуçланать. Пирĕнпе çыхăнмалли телефон номерĕ – 56-19-73.