Паттăрсен çулĕпе 31.07.2017

6 сехет те 27 минутра эфира тухакан «Паттăрсен çулĕпе» кăларăмра хăйсен пурнăçне шеллемесĕр тепĕр çыннăн пурнăçне çăлса хăварас, пулăшу кỹрес тĕлĕшпе ĕçлекенсен, профессийĕ пирки каласа кăтартăпăр. Александр Петрушкин — Чăваш Енри шыравпа çăлав службинче çăлавçă пулса 13-мĕш çул ĕçлет. Паянхи кăларăмра унăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки малалла калаçăпăр.