Паттăрсен çулĕпе 29.10.2018

Раççейри чрезвычайлă лару тăру министерствин Чăваш Енри уйрăмĕнче çулсерен иртекен «Хăюлăх çăлтăрĕ» Раççей шайĕнчи конкурса пĕтĕмлетнĕ. Кăçалхипе вăл 10-мĕш хут иртнĕ.«Пушар надзорĕн чи лайăх патшалăх инспекторĕ» ята вара кăçал Елчĕк районĕнчи пушар хуралĕн надзорĕнче вăй хуракан Сергей Сардаев тивĕçнĕ. Çак паттăрăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çывăхрах 6 сехет те 28 минутра «Паттăрсен çулĕпе» кăларăмра паллашăпăр.