Паттăрсен çулĕпе 23.07.2018

Нумаях пулмасть Шупашкарти икĕ шкул музей йĕркелеме федераци шайĕнчи гранта çĕнсе илнĕ. 29-мĕш тата 54-мĕш вăтам шкулсем пурĕ 750 пин тенкĕне тивĕçнĕ. Çак укçапа Шупашкарти 54-мĕш номĕрлĕ вăтам шкулта «Солдатская летопись» виртуаллă музей проектне тума пикеннĕ. Проекта мĕн тĕллевпе йĕркелеме шутланине «Паттăрсен çулĕпе» кăларăмра Шупашкарти 54-мĕш номĕрлĕ вăтам шкулăн директор çумĕ Светлана Осипова уçса парĕ.