Паттăрсен çулĕпе 22.10.2018

Çĕрпỹри 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Антон Дмитриевпа Дима Кузьмин пушар хуралĕнче нумай çул хушши тăрăшнă Алексей Харитонович Краснов пирки альбомпа мобильный стенд хатĕрлесе «Раççейри хăй ирĕкĕпе пушар хуралĕнче тăрăшакансен» организацийĕ ирттернĕ пушар хăрушлăхĕпе кĕрешекенсем пирки «Пирĕн алăра пурнăç» наукăпа практика конференцийĕнче регионта, ун хыççăн регионсем хушшинче мала тухса, Мускавра иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Вĕсемпе тата вĕсен ертỹçипе 6 сехет те 28 минутра эфира тухакан «Паттăрсен çулĕпе» кăларăмра çывăхрах паллашăпăр.