Паттăрсен çулĕпе 21.08.2017

Çĕр çинче çыннăн пурнăçĕпе тỹрремĕнех çыхăнса тăракан профессисем чылай. Пĕрисем унăн сывлăхне çирĕплетессипе, теприсем ăс тăн парассипе, тата теприсем пурăнмалли хăтлă çуртсем çĕклессипе е тутлă апат-çимĕç пĕçерессипе çыхăннă. Пурне те каласа та тухаймăн. Паянхи кăларăмра вара хăйсен пурнăçне шеллемесĕр тепĕр çыннăн пурнăçне çăлса хăварас, пулăшу кỹрес тĕлĕшпе ĕçлекенсен профессийĕ пирки пулĕ. Александр Петрушкин — Чăваш Енри шыравпа çăлав службинче çăлавçă пулса 13-мĕш çул ĕçлет. 6 сехет те 27 минутра тухакан «Паттăрсен çулĕпе» кăларăмра çăлавçă профессийĕ пирки тĕплĕнрех пĕлме пултаратăр.