Паттăрсен çулĕпе 19.06.2017

Нумаях пулмасть Атăлçи федераци округĕн шайĕнче иртнĕ «Çĕнтерỹ» проектра Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕнчи Çар мухтавĕпе хăюллăх музейĕ «Чи лайăх музей экспозицийĕ» номинацире пĕрремĕш вырăн йышăннă. «Паттăрсен çулĕпе» кăларăмра музей ертỹçи Химипе механика техникумĕн вĕрентекенĕ Валерий Кадеев хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллаштарать.