Паттăрсен çулĕпе 13.11.2017
ПрограммыЧỹк уйăхĕн 5-мĕшĕ Сĕнтĕрвăрри райĕнĕнчи Хуракасси ялĕнче тата ытти çывăх ялсенче пурăнакансемшĕн пурнăçри хура кун пек çырăнса юлнă. Çак кун 56 çул каялла ялти шкулта пысăк инкек пулнă. Шкулта тухнă пушарта 106 ачапа 4 вĕрентекен ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. «Паттăрсен çулĕпе» кăларăмра пушарта хăйсен çывăх тăванĕсене çухатнă çынсен аса илĕвĕсемпе, шкул ачисен шухăшĕсемпе паллашма пултаратăр. Кăларăм 6 сехет те 27 минутра эфира тухать.