Паттăрсен çулĕпе 13.08.2018

Краснодар тăрăхĕнчи Туапсе районĕнчи ача-пăчасен «Орленок» центрĕнче çу уйăхĕн 21-28-мĕшĕсенче çамрăк инспекторсен Раççей шайĕнчи «Хăрушсăр урапа» слечĕ иртнĕ. Унта регионсенче çĕнтернĕ ушкăнсем хутшăннă. Чăваш Ен чысне конкурсра республикăра мала тухнă Вăрнар районĕнчи Аçăмçырмари вăтам шкулăн команди хỹтĕленĕ. «Паттăрсен çулĕпе» кăларăма вĕсен командине халалларăмăр.