Паттăрсен çулĕпе 11.09.2017

«Паттăрсен çулĕпе» кăларăмра эпир сирĕнпе Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкула çитсе килĕпĕр. Мĕнпе палăрнă-ши ку шкулта вĕренекенсем; Мĕнле паттăр ĕç тума пултарнă-ши; Çак ыйтусем çине хурав тупма пултарăпăр. Республика шайĕнче ирттерекен «Зарницăпа Орленок» çарпа спорт вăйисенче Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул команди вăйлисен шутĕнче. Çакна тепĕр хут çирĕплетсе ку шкулăн «Зарница» команди кăçал Республикăра пĕрремĕш вырăна çĕнсе илсе Оренбург тăрăхĕнче иртекен Атăлçи федераллă округ шайĕнче Чăваш Ен чысне хỹтĕлеме хатĕрленет. Вĕсем пирки тĕплĕнрех 6 сехет 27 минутра итлĕр.