Паттăрсен çулĕпе 10.09.2018

Республикăри шкулсенче ачасен çарпа патриотизм воспитанине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Шупашкарта нумай пулмасть шкул ачисен «Çăлтăр» шырав юхăмне йĕркеленĕ. Кăçал вĕсем Смоленск облаçĕнчи Темкино районĕнче Астăвăм Вахтине хутшăннă. Ĕçсем мĕнлерех иртни тата вĕсем мĕн тупма пултарни пирки тĕплĕнрех «Паттăрсен çулĕпе» кăларăмра Оксана Верликова корреспондент каласа парать.