Паттăрсен çулĕпе 09.07.2018

Краснодар тăрăхĕнчи Туапсе районĕнчи ача-пăчасен «Орленок» центрĕнче çу уйăхĕн 21-28-мĕшĕсенче çамрăк инспекторсен Раççей шайĕнчи «Хăрушсăр урапа» слечĕ иртнĕ. Унта Регион шайĕнче çĕнтернĕ ушкăнсем хутшăннă. Чăваш Ен чысне конкурсра Республикăра малти вырăна тухнă Вăрнар районĕнчи Аçăмçырма вăтам шкул команди хỹтĕленĕ. Паянхи «Паттăрсен çулĕпе» кăларăма вĕсен командине халалларăмăр.