Паттăрсен çулĕпе 09.04.2018

Илья Николаевич Ульянов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх университетĕнче «Гергий хăйăвĕ» ятпа шырав отрячĕ ĕçлет. Ăна истори факультечĕ пуçарнипе йĕркеленĕ. Çак отряд йышĕнче университетра ăс пухакан студентсем. 6 сехет те 28 минутра эфира тухакан «Паттăрсен çулĕпе» кăларăмра отряд ĕçĕ-хĕлĕпе çывăхрах паллашăпăр.