Паттăрсен çулĕпе 05.06.2017

Нумаях пулмасть Атăлçи федераци округĕн шайĕнче иртнĕ «Çĕнтерỹ» проектра Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕнчи Çар мухтавĕпе хăюллăх музейĕ «Чи лайăх музей экспозицийĕ» номинацире пĕрремĕш вырăн йышăннă. Музей ертỹçисене çак ятпа Хусанта Раççей Федерацийĕн президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ Представитĕлĕн çумĕ Игорь Паньшин савăнăçлă лару-тăрура саламланă, дипломсемпе сертификатсем парса хавхалантарнă. «Паттăрсен çулĕпе» кăларăмра музей ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашăпăр.