Паттӑрсен ҫӳлӗпе 10.04.2017

Чăваш Республики хамăрăн паллă ентешĕмĕрпе – 1962 çулхи çурла уйăхĕнче «Восток-3» караппа уçлăха çĕкленнĕ,1970 çулхи çĕртме уйăхĕнче космоса «Союз-9» караппа вĕçсе паттăрлăх кăтартнă Андриян Николаев виççĕмĕш космонавтпа тивĕçлипе мухтанать. Чăваш Енĕн пĕрремĕш косманавтне халалласа унăн тăван тăрăхĕнче — Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче космонавтика музейĕн мемориал комплексне хута янă. Паянхи кăларăмра космонавтика музейĕн ĕçĕ-хĕлĕпе Республикăн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, музейĕн тĕп управçи Зоя Антонова паллаштарать.