Паттӑрсен ҫӳлӗпе 06.03.2017

Зарница тата Орленок çарпа патриот вăйисем ачасен пултарулăхне, вăй хăватне, ăс тăнне тĕрĕслемелли ăмăртусем. Кашни çулах унта чи вăйлисем те пуçаруллисем хутшăнаççĕ. Республика шайĕнче ирттерекен çак вăйăсенче Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăри вăтам шкул команди вăйлисен шутĕнче. Çакна тепĕр хут çирĕплетсе ку шкулăн «Зарница» команди пĕлтĕр Республикăра пĕрремĕш вырăна çĕнсе илсе Оренбург тăрăхĕнче иртнĕ Атăлçи федераллă округ шайĕнче Чăваш Ен чысне хỹтĕленĕ. Çак паттăрсем пирки пулĕ те паянхи кăларăм.