Паттӑрсен ҫӳлӗпе 03.04.2017

Президент полкне пур çамрăк та лекейменни паллă. Вăл элитлă çар частчĕ шутланать. Унта каякансене питĕ тĕплĕ тĕрĕслеççĕ. 10 çул хушшинче Президент полкĕнче Чăваш Республикинчен 145 çамрăк çар службине ирттернĕ. Патăрьелпе Шăмăршă тăрăхĕнчен вара çак чыса 3 каччă тивĕçнĕ. Вăл шутра Аслă Арапуç ялĕнче çуралса ỹснĕ Дима Кочетков та. Паянхи «Паттăрсен çулĕпе» кăларăмра ун пирки тĕплĕнрех пĕлме пултаратăр.