Çĕнĕ кĕнеке 24.04.2024
ПрограммыПаллă чĕлхеçĕ Михаил Иванович Скворцов профессор çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ ирттернĕ ăслăлăхпа практика конференцийĕнче тунă докладсене пуçтарса «Лексикографин, терминологин тата куçару теорийĕн çивĕч ыйтăвĕсем» ятлă кĕнеке пичетленсе тухнă. Çак кĕнекепе гуманитари ăслăлăхĕсен наука ĕçченĕсем Геннадий Дегтяревпа Алевтина Долгова паллаштараççĕ.