Çĕнĕ кĕнеке 20.12.2021

Шупашкарти ачасемпе çамрăксен Керменĕ çумĕнчи ачасен «Эревет» ансамбль йĕркеленнĕренпе 40 çул, унăн ертỹçи – Раçççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Сергей Федотов çуралнăранпа 65 çул çитнине халалласа «Эревет – моя жизнь» аса илỹ кĕнекипе паллаштаратпăр. Авторĕ – «Эревет» йĕркелỹçи тата ертỹçи Сергей Федотов.