Килте пĕçерер-ха 18.03.2017

Кăнтăрлахи апат рационĕнче яшка пысăк вырăн йышăнать. Диетологсем çыннăн кунне пĕрре вĕри яшка çимеллех теççĕ. Вăл организма кирлĕ микроэлементсемпе пуянлатма, вар-хырăма лайăх ĕçлеттерме, тутă тăма пулăшать, сивĕ çанталăкра вара организма ăшăнма та май парать. Яшкасем тĕрлĕрен пулаççĕ: пахча-çимĕçсенчен пĕçернисем, какайран, пулăран хатĕрленисем, нимĕр евĕр, сивĕ е пылак яшкасем. Кашнин хăйĕн усăллăхĕ. Паянхи кăларăмра эпир тутлă та сĕтеклĕ, тутă тытакан яшка рецепчĕсемпе паллаштарăпăр.