Килте пĕçерер-ха 10.12.2016

Ача шкулта лайăх ĕлкĕрсе пынинче чи малтанах вăл сывлăхлă пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ача чирлемесĕр, тĕрĕс-тĕкел çитĕнтĕр тесен, чи малтанах вăл мĕнле апат-çимĕç çини те пысăк витĕм кỹрет. Паянхи «Килте пĕçерер-ха» кăларăмра эпир сире шкул ачин рационне кĕме пултаракан апатăн рецепчĕсемпе паллаштарăпăр.