Чăваш тĕнчи 27.08.2021

Çар çынни пулнă Николай Краснов ачаранах юрлама юратнă. Шупашкарта опера театрĕ йĕркеленет тесен тỹрех унта çул тытать. «Чапай» оперăпа Мускава та çитеççĕ вĕсем. Салтак службине чĕнсе илсен вара Николай Захарович çар çынни профессине суйлса илет те тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçлет. Тăван ене таврăнсан вара хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлать. Ятарласа ансамбль йĕркелет.