Чăваш тĕнчи 17.09.2021

Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа Çĕмĕрле районĕнчи Юманайĕнче пурăнакан Ольга Архиповăн «Çунатлан, чĕрем» ятпа сăвăсен пуххи пичетленсе тухнă. Ольга Александровна 40 çул ытла ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. 91 çултан иртнĕ çамрăк чунлă ветеран шав малаллах ĕмĕтленет. Хăйне ỹстерсе çын тунă чăваш халăхне тав тăвать.