Чăваш тĕнчи 15.10.2021

Элĕк районĕнчи Çирĕккассинчи «Ахпай» фольклор ушкăнĕн чăваш халăх юррисене упрас тĕлĕшпе тỹпи питĕ пысăк. Светлана Федоровăпа хĕрĕ Вероника, халĕ вăл ялти клуб заведующийĕ, вĕсене нота çине хываççĕ. Ушкăнпа юрлама вĕренеççĕ те репертуара кĕртеççĕ. Çапла вара ĕмĕрхи юрă тепĕр хут чĕрĕлсе тăрса халăх патне çитет.