Ытти сиплев учрежденисен ӗҫӗ ҫӑмӑлланӗ

Республикӑри наркологи диспансерӗ ҫумӗнче ҫӗнӗ уйрӑм уҫӑлнӑ. Унта эрех-сӑрапа, наркотикпе тата ытти сиенлӗ хутӑшсемпе минренӗ ҫынсене йышӑнӗҫ. Ҫӗнӗ объект ӗҫӗ-хӗлӗпе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашрӗ. 

Ку ятарлӑ учрежденин тӗп тӗллевӗ - пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене пулӑшасси, вӗсен пурнӑҫне ҫӑласси. Республикӑри наркологи диспансерӗ ҫумӗнчи уйрӑм талӑкӗпех ӗҫлет. Унта 20 ҫынна йышӑнма пултараҫҫӗ. Урӑлтаркӑча лекнисен сывлӑхне фельдшерсем асӑрхаса тӑрӗҫ. Кирлӗ пулсан ытти медицина учрежденине ӑсатӗҫ. Ку уйрӑма васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗпе е полицисем илсе килнӗ пур ҫынна та йышӑнӗҫ. Ҫакӑ стационарсен ӗҫне ҫӑмӑллатӗ. Сиплев учрежденийӗнче пациентсене пулӑшнисӗр пуҫне эрех-сӑрапа наркоманине хирӗҫ кӗрешессипе профилактика ӗҫӗ те ирттерӗҫ. Олег Николаев палӑртнӑ тӑрах, Чӑваш Правительстви сывӑ пурнӑҫ йӗркине пысӑк тимлӗх уйӑрать. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа нумай хваттерлӗ ҫуртсенче вырнаҫнӑ апатлану вырӑнӗсенче эрех-сӑра сутма чарнӑ. Халӗ тата ытти хушма мерӑсене пурнӑҫа кӗртес енӗпе тимлеҫҫӗ. 

Оксана Верликова