Ыркӑмӑллӑх фончӗ коронавиурса хирӗҫ кӗрешекен тухтӑрсене вӗри апатпа тивӗҫтерет

Республикӑри сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне хальхи кӑткӑс вӑхӑтра "Пӗрле" фонд сахал мар пулӑшать. Ӑна виҫӗ уйӑх каялла Олег Николаев пуҫарнипе йӗркеленӗ.

Республикӑн Сывлӑх сыхлавӗн министерстви "Пӗрле" фондран талӑкӗпе коронавируса хирӗҫ кӗрешекенсене вӗри апатпа тивӗҫтерме ыйтнӑ. Ыркӑмӑллӑх организацийӗ ҫӑмӑл мар ӗҫ тӑвакансене пулӑшма хаваспах килӗшнӗ. Ҫакна валли 2 миллион та 800 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Республикӑри инкеклӗх медицинин тата васкавлӑ пулӑшу центрӗнчи тухтӑрсем ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшчен вахтӑпа ӗҫленӗ. Унти тухтӑрсем "Пӗрле" фонд пулӑшӑвне туйса илнӗ ӗнтӗ. Паянхи кун коронавируспа чирлекенсемпе ӗҫлекен ятарлӑ бригадӑсем тӗп хулара, Канашра, Вӑрнарта тата Патӑрьелте пур. 

 

 Алена Артемкина, Семен Антонов