Республикӑн Сывлӑх сыхлавӗн министерстви "Пӗрле" фондран талӑкӗпе коронавируса хирӗҫ кӗрешекенсене вӗри апатпа тивӗҫтерме ыйтнӑ. Ыркӑмӑллӑх организацийӗ ҫӑмӑл мар ӗҫ тӑвакансене пулӑшма хаваспах килӗшнӗ. Ҫакна валли 2 миллион та 800 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Республикӑри инкеклӗх медицинин тата васкавлӑ пулӑшу центрӗнчи тухтӑрсем ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшчен вахтӑпа ӗҫленӗ. Унти тухтӑрсем "Пӗрле" фонд пулӑшӑвне туйса илнӗ ӗнтӗ. Паянхи кун коронавируспа чирлекенсемпе ӗҫлекен ятарлӑ бригадӑсем тӗп хулара, Канашра, Вӑрнарта тата Патӑрьелте пур.
Алена Артемкина, Семен Антонов