Ялтан тухмасӑрах сывлӑха тӗрӗслеттерме май пур

"Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пирӗн ҫӗршывра "Ырӑлӑх ялсене" акци пырать. Ӑна 6 ҫул каялла пуҫарса янӑ. Хальхинче тухтӑрсем Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Туканашра пулчӗҫ. 

Туканашри фельдшерпа акушер пунктӗнче ҫынсене тӗрлӗ специалист йышӑнчӗ: шӑл тухтӑрӗ, пульмонолог, эндокринолог, гериатор. Район больницинчен куҫса ҫӳрекен флюорограф комплексӗ те кунтах.  Рева Никифоров 76 ҫулта. Ялтан аякка каймасӑр сывлӑхне тӗрӗслеттерме май туса панипе усӑ курас тенӗ вӑл. Тухтӑрсене хӑйне мӗн канӑҫсӑрлантарнине пӗр пытармасӑр уҫса парать. 

Пурӗ алла яхӑн ҫын сывлӑхне тӗрӗслеттерме пултарчӗ. Чылайӑшӗ юн пусӑмӗ хӑпарса кайнипе, апат йывӑр шӑраннипе, сывламалли органсен чирӗсемпе, сахӑр диабечӗпе аптрать. 

Тухтӑрсем епле сипленмеллине тата эмелсем ҫырса пачӗҫ. Чир тупса палӑртнисене е хушма анализ памаллисене врачсем хӑйсем патӗнче кӗтеҫҫӗ. "Ырӑлӑх ялсене" проекта 2018 ҫулта пуҫарса янӑ. Кӑҫал медиксен пысӑк ушкӑнӗ аякри ялсенче 11-мӗш хут пулчӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен тепӗр 6 ҫӗре ҫитме палӑртнӑ. 

 

Ирина Николаева, Татьяна Иванова, Михаил Солин