Республикӑри ача-пӑча больницин травматологи пунктне кунсерен 50 яхӑн пӗчӗк пациента илсе килеҫҫӗ. Чылай чухне вӗсем ятарласа йӗркелемен вырӑнта е чӑнкӑ тӑвайккинчен пысӑк хӑвӑртлӑхпа ярӑнса инкеке лекеҫҫӗ. Уйрӑмах "ватрушка" текен хатӗрпе йывӑр суранланма пулать. Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшчен Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пиротехникӑпа усӑ курма чарнӑ. Анчах та ҫак йӗркене пӑсакансем те пулма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа тухтӑрсем асӑрхануллӑ пулмалли пирки тепӗр хут асӑрхаттараҫҫӗ.
Республикӑри офтальмологи больниицинче те сыхӑ тӑраҫҫӗ. Уяв кунӗсенче унта талӑкӗпех пӗрремӗш пулӑшӳ памалли кабинет тата операци бригади ӗҫлӗ.
Ачасен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн ашшӗ-амӑшӗ яваплӑ. Ҫавӑнпа тухтӑрсем аслисене тимлӗ пулма чӗнсе калаҫҫӗ. Ҫавӑн чухне ҫеҫ хӗллехи чи кӗтнӗ уяв усӑллӑ та савӑнӑҫлӑ иртӗ.
Диана Сафонова, Татьяна Иванова, Игорь Ульянов