Ветеринари службинче уртаракан чире хирӗҫ мӗнле кӗрешнине пӗтӗмлетрӗҫ

Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн варри тӗлне Раҫҫейре чӗр чунсем уртаракан чирпе аптранӑ 570 ытла тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Вӗсенчен 117-шӗ - Атӑлҫи федераци округӗнче. Вӑл шутра хӑрушӑ амак килти выльӑх-чӗрлӗхпе йытӑ-кушака ернӗ тӗслӗх те сахал мар. Ку енӗпе республикӑри лару-тӑру пирки Чӑваш патшалӑх ветеринари службинче ирттернӗ брифингра каласа кӑтатрӗҫ. 

Уртаракан чир - хӑрушӑ йышшисенчен пӗри. Ҫынна ку амак ерсен, ӑна вӑхӑтра сиплемесен пурнӑҫран уйрӑлма та пулать. Иртнӗ 10 ҫулта республикӑра ку чирпе аптранӑ чи нумай тӗслӗх 2015-мӗш ҫулта пулнӑ. 

Вӑл вӑхӑтра 2-мӗш ҫул тискер чӗр чунсем валли эмел илсе килме пӑрахнӑ пулнӑ. Ун чухне 70 тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Уртаракан чире хирӗҫ кӗрешмелли пӗрремӗш мел вӑл - вакцинаци. Кӑҫалхи 7 уйӑхра республикӑри хуҫалӑхсенчи 200 пине яхӑн тата килти 157 пин чӗр-чуна эмел панӑ. Ку ӗҫе ветеринари служби тӳлевсӗр йӗркелет. Ҫавна май килти выльӑха, вӑл шутра йытӑ-кушака та, ҫулсерен уртаракан чиртен сыхланма пулӑшмалла. Хваттерте усраканнисене те ку амак лекме пултарать. Урамри атӑ-пушмакран, япаларан. Ҫавӑнпа та вӗсем пирки те манмалла мар. 

Кӑҫал Чӑваш Енре тискер чӗр чунсем валли 26 пин доза вакцина илсе килнӗ. Ҫитес вӑхӑтра тепӗр пысӑк парти ҫитмелле. Ветеринарсемпе сунарҫӑсем им-ҫама вӑрмансенче тилӗсем ҫӳрекен лаптӑксене хурса тухаҫҫӗ. Уртаракан чирпе ытларах чухне шӑпах вӗсем чирлеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах йытӑ-кушакпа чӗрӗпсем те часах аптраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та кил тӗрӗшне килсе ернӗ тискер чӗр чун патне пыма, ӑна тытма юрамасть. Кун пирки ачасене те асӑрхаттарсах тӑмалла. 

Ҫитес вӑхӑтра ветеринари служби Чӑваш Енри пысӑк хуласенче ку амакран сыхланма пулӑшас тӗллевпе куҫса ҫӳрекен пунктсем йӗркелеме палӑртать. Унта кашни кӑмӑл тӑвакан хӑйӗн чӗр-чунне уртаракан чиртен вакцинаци тутарма пултарать. 

 

Оксана Верликова, Святослав Петров