Республика пуҫлӑхне автобазӑри ҫӗнӗ машинсене кӑтартрӗҫ. Раҫҫей Правительствин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, кунта 17 "Газ-Соболь" кӳрсе килнӗ. "Вӗсем питӗ шанчӑклӑ та хӑвӑрт ҫӳреҫҫӗ тата хӗлле шалта ӑшӑ пулни меллӗ",- теҫҫӗ водительсем. Чи пахи - автомашинсене пурне те хальхи йышши медицина хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ. Вӗсене тухтӑрсем хак пама ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Сӑмах май, васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн автобазинче 500-е яхӑн водитель ӗҫлет. Кӑҫал кунта анлӑ юсав пуҫарнӑ: инженери тытӑмне ҫӗнетнинчен пуҫласа шалти ӗҫсем таранах тӑваҫҫӗ. Ҫавӑн пекех тавралӑха тирпей-илем кӗртеҫҫӗ.
Надежда Александрова, Михаил Нагоркин, Вадим Владимиров