Вӑрҫӑ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсен сывлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ 

"Прояви заботу - научи уходу" проектпа килӗшӳллӗн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тата ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсен, ҫавӑн пекех тыл ӗҫченӗсен сывлӑхне килӗсенче тӗрӗслеҫҫӗ. Хальхинче республикӑри тухтӑрсен ушкӑнӗ Вӑрнар тӑрӑхӗнче ӗҫлерӗ. 

Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан 95 ҫулти Елена Григорьевна Павлова патне медицина специалисчӗсен пысӑк ушкӑнӗ ҫитрӗ: Шупашкартан - терапевт, кардиолог, пульмонолог; тӗп район больницинчен - пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ. Хӑйне ҫакӑн пек тимлӗх уйӑрнӑшӑн Елена Григорьевна тем пекех хӗпӗртерӗ. Нумай ачаллӑ ҫемьере ҫитӗннӗ вӑл, вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне 11 ҫулта пулнӑ. 

Елена Григорьевна ветеринар дипломне алла илнӗ. 40 ҫул вӑл "Правда" хуҫалӑхра выльӑх тухтӑрӗнче тӑрӑшнӑ. Пулас мӑшӑрӗпе, Алексей Павловичпа, унтах паллашнӑ. 3 ача ҫуратса ӳстернӗ вӗсем. Упӑшки, вӑрҫӑ ветеранӗ, 7 ҫул каялла ҫӗре кӗнӗ. Елена Григорьевна сывлӑх ҫине ӳпкелешмест, хӑйне лайӑх туять. Ҫакна специалистсем те палӑртрӗҫ, кирлӗ сӗнӳсем пачӗҫ. 

Елена Григорьевнӑн 7 мӑнук, 14 кӗҫӗн мӑнук. - Вӗсем килсех ҫӳреҫҫӗ, уявсемпе ялан саламлаҫҫӗ, пурӑнма вӑй-хӑват параҫҫӗ, - тет ватӑ. 95 ҫула ҫитнине пӑхмасӑр Елена Григорьевна паян та хастар. Ӗҫе хӑнӑхнӑскер пӗрре те ахаль лармасть.

 

Диана Иванова, Виктор Степанов