Уйрӑмах ватӑсемшӗн пысӑк ҫӑмӑллӑх

Патӑрьел тӑрӑхӗнче пурӑнакансем Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ медицина объекчӗсемпе кӗтсе илчӗҫ. Унта фельдшерпа акушер пунчӗ тата икӗ тухтӑр амбулаторийӗ хута кайрӗ. 

Чӑваш Ишек ялӗнче пурӑнакансемшӗн пысӑк савӑнӑҫ ҫитрӗ. Кунта ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайрӗ. Ҫавна май халӗ нумайӑшӗ кирлӗ медицина пулӑшӑвне ялтан тухмасӑрах илме пултарать. Уйрӑмах ку ватӑсемшӗн пысӑк ҫӑмӑллӑх.

Фельдшерпа акушер пунктне республикӑри пӗрлӗхлӗ медицина информаци системипе ҫыхӑнтарнӑ. Ун урлӑ фельдшер инҫет мелпе хулари тухтӑрсемпе ҫыхӑнма пултарать. Ҫавӑн пекех ҫак тытӑмпа усӑ курса сипленекенсен электронлӑ карттисене тишкерме пулать.

Турхан ялӗнче вара савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тухтӑр амбулаторийӗ уҫӑлчӗ. Вӑл халӗ ҫывӑхри 6 ялта пурӑнакан 2 пин ытла ҫынна йышӑнма хатӗр.

Ҫӗнӗ сиплев ҫурчӗсене хальхи йышши хатӗрпе тивӗҫтернӗ. Вӗсем чир-чӗре тупса палӑртас ӗҫе самай ҫӑмӑллатаҫҫӗ.

Кунта ӗҫлекенсем телемедицина майӗпе Патӑрьелти тухтӑрсемпе те ҫыхӑнӑва тухаҫҫӗ. Вӑхӑтлӑ илнӗ сӗнӳ-канаш сиплевре пулӑшу. Ҫакӑн пекех амбулатори Ыхраҫырми ялӗнче те уҫӑлчӗ. Малтанхи тухтӑр пӳлӗмӗ икӗ хутлӑ ҫуртӑн ҫӳлти хутӗнче вырнаҫнӑран халӑха кӗрсе тухма ҫӑмӑлах пулман. Уйрӑмах ачасемпе йывӑр пулнӑ. Халӗ кунта таврари 3 ял халӑхӗ ҫӳреме пуҫлать. Вӗсенче 2 пин ытла ҫын пурӑнать. 

Алексей Енейкин, Виктор Степанов