Рак - усал чир. Ун пирки илтсен нумай чухне ҫын хуҫӑлса ӳкет. Ольга Иванова шыҫӑ чирӗпе 2021-мӗш ҫултанпа аптрать. Ҫапах та вӑл пуҫне усмасть. Унӑн 4 ача. Вӑхӑтне ытларах вӗсемпе ирттерме тӑрӑшать. Унсӑр пуҫне Ольга ҫыхма юратать. Кашни 20 кунран вӑл хими терапине ҫӳрет.
Хӑшӗ-пӗри ыттисемпе хутшӑнма пӑрахать, пулӑшу ыйтмасть. - Диагноз пирки пӗлсен хӑраса ӳкмелле мар, - теҫҫӗ шыҫӑ чирӗнчен сипленекенсем. Ҫывӑх ҫынсем юнашар пулсан, чире хирӗҫ кӗрешме те ҫӑмӑлрах.
Форума республикӑри онкологи диспансерӗ, медик-волонтерсем тата пациентсен пӗрлешӗвӗ йӗркеленӗ. Унта хутшӑнакансем тӗрлӗ консультаци илме пултарчӗҫ. Реабилитаци тухассипе, республикӑри санаторисенче сипленессипе, инвалид ушкӑнне палӑртассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене уҫӑмлатрӗҫ. Форума килнисем ҫавӑн пекех сӑн ӳкерчӗксен куравӗпе паллашма пултарчӗҫ. Портретсем ҫинче - тухтӑрсем тата вӗсен пациенчӗсем. Фотопроекта хутшӑннӑ ҫынсене пухӑннисем уҫӑ кӑмӑлӗшӗн тав турӗҫ. Вӗсен тӗслӗхӗ ыттисене усал амака хирӗҫ кӗрешме вӑй-хӑват парать.
Диана Иванова, Оксана Верликова, Игорь Ульянов