Урамра мар, ытларах килте аманаҫҫӗ

Изоляци тапхӑрӗнче йӑлари пӑтӑрмахсен шучӗ ӳснӗ.

Килте пулмалли тапхӑрта сусӑрланнӑ ачасен пӗтӗмӗшле йышӗ чакнӑ. Республикӑри ача-пӑча клиника больницинче пӗлтӗр ҫак вӑхӑтра 50 яхӑн пӗчӗк пациент сипленнӗ пулсан, паян - 10 ытла. Ҫапах та килте асӑрханмасӑр ӳкнине е ытти сӑлтава пула тухтӑрсем патне пулӑшу ыйтма килекенсем ҫав-ҫавах пур.   

Алена Артемкина, Вадим Владимиров