Тухтӑрсемпе ват ҫынсене пулӑшакан волонтерсене хӑйсене те пулӑшу кирлӗ

Ку тӗллевпе халӗ республикӑн Патшалӑх Канашӗн ҫӗнӗ пуҫарӑвӗ пурнӑҫа кӗрет. 

Шупашкарти 1-мӗш клиника больницине волонтер-медиксем кашни кунах ӗҫе килнӗ пек ҫӳреҫҫӗ. Колл-центрта халӗ вӗсемсӗр май ҫук тейӗн. Сиплев ҫуртне тӗрлӗ ыйтупа шӑнкӑравлакансемпе студентсем кунӗпех калаҫма хатӗр. Волонтёрсен тепӗр ушкӑнӗ тухтӑрсене ӗҫпе пулӑшать. Врачсем коронавируспа чирлекенсене сипленӗ вӑхӑтра студентсем терапевтсен ӗҫне ҫӑмӑллатса ват ҫынсем патне килӗрен ҫӳреҫҫӗ. Студентсем тухтӑрсен ӗҫне мӗнле ҫӑмӑллӑх кӳнипе Патшалӑх Канашӗн председателӗ, "Эпир пӗрле" штаб ертӳҫи Леонид Черкесов паллашрӗ. Больницӑра ӗҫлеме вӑхӑт тупакан ҫамрӑксене пулӑшас тӗлӗшпе ятарлӑ йышӑнусем тунине каларӗ.

Алексей Енейкин, Димитрий Макаров