Уплер ялӗнче пурӑнакан Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Михаил Яковлев 97 ҫулта. Унӑн сывлӑхне тӗрӗслеме республикӑри тата район больницинчи тухтӑрсен ушкӑнӗ ҫитрӗ. Вӗсен йышӑнче терапевт, гастроэнтеролог, уролог, кардиолог, невролог. Специалистсем ватӑ хӑйне мӗнле туйнипе кӑсӑкланчӗҫ, кардиограмма турӗҫ, юн пусӑмне тӗрӗслерӗҫ тата ытти те. Хальхи вӑхӑтра Михаил Яковлевич хӗрӗпе пурӑнать. Ҫулӗсене кура ватӑна тухса ҫӳреме кансӗр. Ҫавӑнпа та тухтӑрсем килех килни питӗ меллӗ.
Михаил Яковлевича 1943-мӗш ҫулта, ҫул ҫитмесӗрех фронта илсе кайнӑ. Тепӗр ҫулталӑкран вара килне янӑ. Ҫемье ҫавӑрса мӑшӑрӗпе 5 ача ҫуратса ӳстернӗ вӑл. Халӗ ветеран 12 мӑнукӗпе тата мӑнукӗсен 14 ачипе савӑнса пурӑнать.
Проектпа килӗшӳллӗн тухтӑрсем ветерансен сывлӑхне тӗрӗсленисӗр пуҫне, вӗсене пӑхакансем валли те ятарлӑ уроксем йӗркелеҫҫӗ. Ватӑсемпе сусӑрсене мӗн ҫитермелли, пӗрремӗш пулӑшу мӗнле памалли пирки ӑнлантараҫҫӗ специалистсем. Ҫакӑн валли ятарлӑ памяткӑсем те хатӗрленӗ. Ҫу уйӑхӗччен тухтӑрсем республикӑри кашни ветеран патне ҫитес тӗллевлӗ.
Оксана Верликова, Святослав Петров