Тухтӑрсем Элӗк тӑрӑхӗнче пурӑнакан ветерансен сывлӑхне тӗрӗслерӗҫ 

"Прояви заботу - научи уходу" проектпа килӗшӳллӗн тухтӑрсем Элӗк тӑрӑхӗнчи ветерансем патне ҫитсе курнӑ. Хальхинче терапи, гастроэнтерологи, кардиологи, офтальмологи, диетологи, пульмонологи енӗпе тимлекен медицина ӗҫченӗсем ҫула тухнӑ. 

Элӗке ҫитсен бригада темиҫе ушкӑна пайланса вӑрҫӑ ветеранӗсем патне тата вӗсемпе танлаштарнисем патне саланчӗ. Пысӑк опытлӑ тухтӑрсемпе канашлани 90 ҫулти Нина Ванифатьевна Андреевашӑн та вырӑнлӑ пулчӗ. Вӑл - салтак арӑмӗ, ӗҫ ветеранӗ. Хӗрарӑм 7 ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсем ун асӗнче выҫлӑхпа, ырми-канми ӗҫпе ҫырӑнса юлнӑ. Мӑшӑрӗпе Етӗрнене тракториста вӗренме кайсан паллашнӑ. Нина Ванифатьевна 3 ача амӑшӗ, мӑнукӗсем - 4, кӗҫӗн мӑнукӗсем -3-ӗн. Мӑнукӗсенчен пӗри халӗ ятарлӑ ҫар операцийӗнче.

Ветерана терапевтпа гастроэнтеролог, ытти специалистсем пӑхрӗҫ. Куҫӗ йӑвашланнӑран республикӑри офтальмологи больницине ҫитме сӗнчӗҫ. 

Ҫак кунах сусӑрсене, тепӗр ҫын пулӑшӑвӗсӗр ҫӳрейменнисене пӑхакансен шкулӗ ӗҫлерӗ. Специалистсем чирлисен тӑванӗсене, медицина ӗҫченӗсемпе социаллӑ пулӑшу кӳрекенсене апатлану, хутшӑну йӗрки пирки каласа кӑтартрӗҫ. Волонтер-медиксем пӗрремӗш пулӑшу кӳме вӗрентрӗҫ. Проект пулӑшнипе паянхи кун Шупашкарти тухтӑрсем республикӑри 5 округа ҫитнӗ. 

 

Алиса Александрова, Борис Андреев