Тухтӑрсем ашшӗ-амӑшне пӗчӗк ачисем тӗрлӗ вӗтӗр-шакӑр пырне лартасран сыхланма ыйтаҫҫӗ 

Республикӑри ача-пӑча клиника больницинчи хирургсен час-часах ҫавӑн пек пӑтӑрмаха лекнӗ пӗчӗк пациентсене пулӑшма тивет. Тухтӑрсем сывлав ҫулӗсенчен туртса кӑларнӑ япаласен пуххине те йӗркеленӗ. 

Шкул ҫулне ҫитмен ачасем, уйрӑмах виҫҫӗ-тӑваттӑ тултарманнисем, тавралӑхпа паллашнӑ май вӗтӗ япаласем ҫӑтма юраманнине, ҫакӑ вӗсен пурнӑҫӗшӗн хӑрушӑ пулнине ӑнланмаҫҫӗ. Ҫулсерен Республикӑри ача-пӑча клиника больницинче инкеке лекне 100 яхӑн пӗчӗк пациента пулӑшу кӳреҫҫӗ. Ачасем ҫӑтса янӑ вӗтӗр-шакӑра ытларах чухне эндоскопи мелӗпе туртса кӑлараҫҫӗ, хӑш-пӗр чухне операци тума тивет. Тухтӑрсен сӗнӗвӗпе пӗчӗккисене апатланас культурӑна хӑнӑхтармалла - кулса, выляса лармалла мар, васкамасӑр ҫимелле. Республикӑри ача-пӑча клиника больницинче ҫӑтса янӑ тӗрлӗ япаласен экспозицине йӗркеленӗ. Кунта темӗн те пур - тетте пайӗсем, укҫа, шӑмӑ, йӗп, шайба, батарейка тата ытти те. Канфет чӗркенӗ хута ҫӑтнӑ тӗслӗхсем те пулнӑ.

Алена Артемкина, Вадим Владимиров