Тӗп вырӑнта - тасалӑх

Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче коронавирус ересрен мӗн тумаллине аса илтерчӗҫ.

Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре 262 ҫын коронавируспа чирленӗ, 17-шӗ сывалнӑ, 5-шӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 1428 ҫын сывлӑхне асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Коронавирусран мӗнле сыхланмалла? Ҫын хӑйне тӑрук япӑх туйма пуҫласан мӗн тумалла?  Кун пирки Сывлӑх сыхлавӗн министерствин  тӗп терапевчӗпе пульманологӗ ирттернӗ брифингра ӑнлантарчӗҫ.

Алена Артемкина, Вадим Владимиров